Чăваш
чĕлхи, пĕлсем эс, чи хитри,
Ăна
упрасчĕ ĕмĕр-ĕмĕре.
Вăл
сан аçун та, аслаçун чĕлхи,
Апла
пулсан, эс те унпа пупле,
Шăрантарсам,
чăвашăн юррине!
Тăван
чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ-пурлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх
пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав
чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмалла. Чăваш чĕлхи
ламран -лама куçса пырсан çеç, тин çуралнă пепкешĕн тăван сасă пулса тĕвĕленсен
çеç малалла аталанать. Апла пулсан, чăваш чĕлхине çĕклесси, вăй-хăват кĕртесси
такамран мар, хамăртанах килет.
Аслǎ
вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнǎранпа 175 -çул çитнĕ май чǎваш чĕлхи кунне
халалласа апрелĕн 25- мĕшĕнче Элекри «Хĕвел» ача сачĕнче методика пĕрлешĕвĕ иртĕ.
Уява
"Хĕвел" ача сачĕн ертӳçи Венера Александровна Яковлева пуçларĕ. Вăл
курма килнĕ хăнасене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Патриархăмăрăн сумлă юбилейĕпе
саламларĕ.Тăван чĕлхе пуянлăхне, тасалăхĕпе илемлĕхне, унăн пуласлăхĕшĕн
тăрăшса тĕпе хурса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Воспитатель Татьяна Яковлевна Антонова И.Я.Яковлев çуралнǎранпа175 çул тултарнă ячĕпе çыхăннă уяв сценарийĕ йĕркеленĕ. Районти методика пĕрлешĕвне хутшăннă хăнасене аслă ушкăнри ачасем хайсен пултаруллăхĕпе савăнтарчĕç. Уявра чăваш юрри-ташши, вăййи, кĕввипе сăввисем янăрани, чăваш наци тумĕн илемне ăша хывни-хамăран халăхăмăрăн пуласлăхĕ пуррине çирĕплетет. Шкул çулне çитмен ачасем чăваш сăввисене тĕленмелле пысăк ăсталăхпа вулани, вĕсене юратса вĕренни, пĕчĕклех чăваш ташши-юррине чун витĕр кăларма пултарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хамăрăн чĕлхене ачасене юратма, упрама, аталантарма, мухтанма вĕрентни пирĕн тĕп тĕллев.
Уяв иккĕмĕш пайĕнче воспитатель Екатерина Юрьевна Ефремова доклад вуларĕ. Доклад теми «Чӑваш халӑх уявӗсем урлă шкул ҫулне ҫитмен ачасене чӑваш халӑхӗн наци культурине явӑҫтарни». Çак темăпа воспитетельсем мĕнле ĕçленине асăнса хăварчĕ. Екатерина Юрьевна ачасен районти тата республикари çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ.
Уяв вĕçĕнче Элекри «Çалкуç» ача сачĕн ертӳçи Лариса Алексеевна Соколова воспитательсене малалла та чăваш халăхне, чăваш чĕлхине юратса ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
Районти
методика пӗрлешӗвӗн ертӳçи Лариса Михайловна Петрова воспитательсене çитес
вӗренӳçулĕнче тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Воспитательсем пĕр-пĕринпе çакăн пек
тĕлпулусем, пĕрлешӳсем татах та ытларах тăвасси пирки калаçса татăлчĕç.