Чăваш чĕлхи –тăван чĕлхе
Эс –чи пахи, эс –чун уҁҁи.
Чăваш чĕлхи –тăван чĕлхе,
Пин чĕлхерен чи ҁепĕҁҁи.
Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та ҁепĕҁ, паха та асамлă.
Ака уйăхĕн 18 -22 мĕш кунĕсенче Элĕкри 2-мĕш «Хĕвел» сачĕнче ачасене И. Я.Яковлев ĕҁĕ – хĕлĕпе паллаштарас, тăван халăх культурине хаклама тата упрама вĕрентес тĕллевпе чăваш чĕлхин тата чăваш культурин эрни иртрĕ.
Ачасем И.Я.Яковлев портречĕпе, унăн кунҁулĕпе, ĕҁĕ –хĕлĕпе пысăк экранпа усă курса паллашрĕç. Ятарлă чăваш тĕррипе паллаштарма вĕрентÿ сехечĕ ирттерчĕç.
Ака уйăхĕн 22 –мĕшĕнче алла –аллăн тытăнса вăйă картине пухăнчĕç. Пурте куҁ ытармалла мар илемлĕ тĕрĕсемпе илемлетнĕ шап –шурă кĕпесемпе, хĕрачасен пуҁĕсенче чăнкăр –чăнкăр хушпу, масмак.
Уявра «Ик сар автан», «Улми лайăх-и?», «Пукане»
юрăсем ян янрарĕҁ. Ачасемпе «Хапха», «Ҫÿрет Ванюш» вăйăсем вылярĕç. Вăйăра
капкăна тытăннă ачасен хăйсен япалисене илес тесе сăвă каламалла, ташă ташласа
памалла пулчĕ. Ачасем хастар пулчĕҁ, парăнмарĕҁ.
Чăваш сăввисем те,
юптарусем те уявра уҁҁăн янрарĕҁ. Чăваш ташшисем вара пурне те тыткăна илчĕҁ.
Ҫапла, чăваш ятне, унăн
йăли –йĕркине манас марччĕ, ăруран ăрăва ҁитересчĕ. Чăваш чĕлхи малашне те
кашни кун янратăр.