«Миллефиори»технологийӗ

«Миллефиори»технологийӗ

Ҫӗнӗ технологисем ачасене ҫеҫ мар ,воспитательсене те тавра-

курӑмне аталантарма , тарӑн шухӑшлама, ӑс-тӑнне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Пӗр пек ,

пӗр енлӗ кӑна ӗҫлесессӗн пӗр вырӑнта ларатпӑр,ҫавӑнпа та ачасене нумайрах

кирлӗ япала парас тесен, воспитателӗн те ҫӗнӗ мелсем ҫӗнӗ технологисем

вӗренмелле, аталанмалла.

 «Непоседы» ушкӑнĕн воспитателĕ Леонтьева М.Н.  ҫӗнӗ технологийĕн техникисемпе

анлӑ усӑ курать. Ака тĕслехрен: «Миллефиори»технологийӗ. Питӗ интереслӗ те питӗ хитре техника.

Ку технологипе пластилинпа ӗҫленӗ чухне усӑ кураççĕ. Миллефиори тени- пин-

пин тӗс тенине пӗлтерет. Ку технологи япалан сӑнарне хитререх тума май парать.

Ачасемпе хут ҫине ӳкернӗ юмахри асамлӑ кайӑка илемлетме шутларĕç.

Чи малтанах виҫӗ тӗслӗ пластилин ҫаврашкисем хатӗрлерӗç.Ҫак ҫаврашкасене

пӗрерӗн илсе пӳрнесемпе лапчӑтрĕç, икерчсем турĕç, кайран виҫӗ икерче

пӗр-пӗрин ҫине хучĕç та кӗнекене хупнӑ пек хуҫлатрĕç.  Малалла ӗҫлеме

пластилин касмалли ҫӗҫӗ кирлӗ пулать. Ҫӗҫӗпе ҫӳхен кӑна касса илчĕç.

Касса илнӗ пая хитре якатса кайӑкӑн тӗкне турĕç.Ҫакӑнпек пӗчӗк пайсем

нумай- нумай касса кӑларчĕç. Пайсемпе асамлӑ кайӑка илемлетрӗç

Пирӗн кайӑк чӑннипех те асамлӑ пулчӗ.Унӑн ҫунаттисеи , хӳри темиҫе тӗслӗ пулчӗ.Чӑннипех те телей кайӑкӗ пулчӗ.

Ачасене ку техникӑпа ӗҫлеме питĕ килĕшрĕ. Ҫӗнӗ технологисем

ачасен тавра-курӑмне аталантарма , тарӑн шухӑшлама , илемлӗх эстетикине

ӳстерме пулӑшаҫҫӗ.