«Тăван чĕлхе – халăх чунĕ, наци палли» пултарулăх лаççи

2021 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Тăван чĕлхе – халăх чунĕ, наци палли» пултарулăх лаççи иртрĕ. Пултарулăх лаççине 55 çынхутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – воспитательсемпе методистсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсемпе музыка ертÿçисем.

 Марина Леонтьева, Элĕк районĕн «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ, «ТРИЗ технологийĕпе усă курса ачасен пуплевне аталантарасси» ăсталăх урокĕ кăтартрĕ.