2021 çулхи пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртни: пуплеве аталантармалли хальхи технологисем» семинар иртрĕ. Семинара 95 çын хутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – воспитательсемпе методистсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсемпе музыка ертÿçисем. Сăмах май, «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проектпа республикăмăрти 51 ача сачĕ ĕçлет.
Ĕçлĕ калаçăва этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова йĕркелесе пычĕ. Неонила Иванова доцент ача садне çÿрекенсене тăван чĕлхене эдьютейнмент технологийĕ çине таянса вĕрентес уйрăмлăхсемпе паллаштарчĕ. Тамара Артемьева доцент, шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсем валли хатĕрленĕ чылай вĕренÿ кĕнекисен авторĕ, ачасен пуплевне аталатарма пулăшакан кĕнекесем, вĕсемпе ĕçлес вăрттăлăхсем çинчен каласа пачĕ.
Ҫак семинара пирĕн ача сачĕн воспитателĕ те хутшӑнчĕ. Леонтьева М.Н. «Кинезиологи мелĕпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси» темапа мастер-класс кӑтартрĕ.
Семинар пуриншĕн те кăсăклă та усăллă иртрĕ.